Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кивӗ Катек

Кивӗ КатекПатӑръел районӗнчи ял. 1927 ҫулччен Катек ятлӑ пулнӑ. Патӑрьелтен 7 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Тавралӑх

Ял Пӑла хӗрринче вырнаҫнӑ. Таврара ҫавӑн пекех Ыхра-ҫырми шыв, кӳлӗ (Карӑш ҫырми кӳлли) пур.

Пӑлана чӑмать ҫырма
Ячӗ тутлӑ ун — Ыхра.
               (Олег Цыпленков)

Урам ячӗсем: Малтикас, Хӑрахкас, Ҫӗнӗкас, Ҫӳлтикас, Тимӗрҫкас, Тислӗккас, Пӑлакас.

Сӑнсем

Кивӗ Катек шкулӗ
Ҫӗнӗкаспа Малтикас урамӗсем
Хӑрахкас урамӗ
Кивӗ Катек шкулӗ
Ҫӗнӗкаспа Малтикас урамӗсем
ХХӑрахкас урамӗ
Карӑш ҫырмин кӳлли
Ял клубӗ
Пӑла шывӗ
Карӑш ҫырмин кӳлли
Ял клубӗ
Пӑла шывӗ

Ял кун-ҫулӗ

Халӑх шутланӑ тӑрӑх ку яла XVII ӗмӗрте туса хунӑ. Ял 400 ҫул патнелле ларать теҫҫӗ. Яла халӗ Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Тупнер (вӑл ҫав вӑхӑтра Катек ятлӑ пулнӑ) ялӗнчен куҫса килекенсем йӗркеленӗ, яла хӑйсен куҫса кайнӑ ял ячӗ пекех, Катек ят панӑ.

Кивӗ Катек каярахпа, темиҫе кил-йыш ялтан уйрӑлса кайса, ҫӗнӗ яла туса хунӑ хыҫҫӑн пулса тӑнӑ. Куҫса каякансене ертсе пыраканӗ Тӗрӗн пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл яла Тӗрӗньел ят панӑ.

1920 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗччен Пӑва уесне, ун хыҫҫӑн вара Ҫӗрпӳ уесне кӗнӗ. 1920 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ уесӗн Йӗпреҫ районне кӗртнӗ. 1921 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшпе 1927 ҫулччен Патӑрьел уесне кӗнӗ. Ку пӗтӗм вӑхатра ял ҫак пайланӑвсен Патӑръел вулӑсне кӗнӗ.

1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче, районсене туса хунӑ вӑхӑтра, Мӑн Патӑрьел районне кӗнӗ. 1935 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗ хыҫҫӑн Патӑрьел районне, 1939 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ хыҫҫӑн Чкаловски районне кӗнӗ. 1957 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн хальхи вӑхӑтччен Патӑрьел районне кӗрет.

Халӑх йышӗ

1868 ҫулта ялта 71 кил пулнӑ. 175 арҫын, 195 хӗрарӑм пурӑннӑ. 1911 ҫулхи ҫырав тӑрӑх ялта 155 кил пулнӑ. 431 арҫын, 450 хӗрарӑм пулнӑ. 1911 ҫулхи ҫыравпа хут ҫырма пӗлекен ҫынсен шучӗ 71 пулнӑ.

Халӗ ялта 670 ҫын пурӑнать (2006).

Хуҫалӑх

Ялта Крепков ячӗпе хисепленекен ял хуҫалӑх фирми вырнаҫнӑ.

Культура

Кивӗ Катекре пуҫламӑш шкул, культура ҫурчӗ, фельдшер пункчӗ, вулавӑш пур.

Паллӑ ҫыннисем

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Кивӗ Катек
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-03-07 11:32:36 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3453 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем